Пур хыпар та

Фотокапкăн хир качакине "тытнӑ"

Пелепей районӗнчи Усень-Иваново заказникӗн фотокапкăн объективне хир качаки лекнĕ. Çакăн çинчен ПР Экологи министерствин пресс-секретарӗ Ренара Газина пӗлтернӗ.

Фотокапкăн хир качакине "тытнӑ"
Фотокапкăн хир качакине "тытнӑ"

Видео çинче хир качаки тӑвар ҫиме килнине сăнланă. Чĕр чун, кӑшт ҫикелесен, вӑрманти шӑв-шава илтсе çиме пăрахнă. Анчах та йывӑҫсем ҫине асӑрхануллӑн тинкернĕ хыççăн вăл малалла апатланма пуçланă.

Камерӑна выльӑхсене тăварпа тата ытти апатпа апатлантармалли вырăна çакнă. Чеелӗх хăйĕнне тунă — чӗр чунсене тӑвар питӗ кирлӗ, çавăнпа та вĕсем хӑҫан та пулин организмри саппасне тултарма çак вырăна килеççех.

Автор: Татьяна Иванова
Читайте нас