Пур хыпар та
Эпир тата çут çанталăк
3 Августӑн 2025, 16:00

Çĕмĕрлери юман сасăлавра иккĕмĕш вырăна тухнă

Чăваш Республикинчи Ҫӗмӗрлери (Шумерля) Пӗрремӗш Петӗр юманӗ «Раҫҫейри ҫулталӑк йывӑҫӗ» сасӑлавра (ăна интернет урлă ирттернĕ) иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. Вӑл 25,5 пин ытла сасӑ пухнӑ.

Çĕмĕрлери юман сасăлавра иккĕмĕш вырăна тухнă
Çĕмĕрлери юман сасăлавра иккĕмĕш вырăна тухнă

Пӗрремӗш вырӑнта – Ростов облаҫӗнчи «Бабушка Ива». Уншӑн 37,5 пин ытла ҫын сасӑланӑ. Виҫҫӗмӗш вырӑнта - Крымри Суворов юманӗ.

Сӑмах май, 2023 ҫулта сасӑлавра Муркаш округӗнчи Ильинкӑри 372 ҫулти юман ҫӗнтернӗ. Пӗлтӗр вара Ҫӗмӗрлери юман тӑваттӑмӗш вырӑна тухнӑ пулнă.

Автор: Юрий Михайлов
Читайте нас