Пур хыпар та
Эпир тата çут çанталăк
21 Августӑн 2025, 17:00

Пушкăртстанра сайра хутра тĕл пулакан кăмпа тупнă

«Бижбулякский» çут çанталăк усравлăхĕнче Сергей Бессилин патшалăх инспекторĕ сайра хутра тĕл пулакан кăмпа – ярапаллă (бахромчатый) звездовик – тупнă. Çакăн пирки республикăри Экологи министерстви пĕлтернĕ.

Пушкăртстанра сайра хутра тĕл пулакан кăмпа тупнă
Пушкăртстанра сайра хутра тĕл пулакан кăмпа тупнă

Ярапаллă звездовик  сарăлакан «çеçкисене» пула шарлă çăлтăра аса илтерет. Чăн малтан кăмпа çĕр айĕнче аталанать, унтан çăлтăр пек уçăлать. Вăл хытă какай евĕр, унăн тути те, шăрши те çук. Çавăнпа ăна çиме юрăхлă пулсан та çимеççĕ. Çав вăхăтрах вăл сайра хутра тĕл пулать. Шăп сунара кăмăллакансем ăна тупсан хăйне евĕрлĕ тупăм тесе йышăнаççĕ. Асăннă кăмпан сезонĕ август уйăхĕнче пуçланать те кĕркуннечченех тăсăлать. Ытларах çулçăллă тата лăсăллă вăрмансенче тĕл пулать.       

Автор: Ирида Матниязова
Читайте нас