Çĕнĕ правилăсем пуçласа сунар билетне илекенсене, çавăн пекех документсăр хăварнисене экзамен тытма хистеççĕ. Улшăнусем 2025 çулхи сентябрь уйăхĕнчен вăя кĕреççĕ. Маларах билет илекенсене сунар йĕркисен чи пĕчĕк шайне пĕлни те çителĕклĕ пулнă, анчах та халĕ вĕсем çителĕксĕр тесе шутланă. Малашне сунарçăсен чĕр чунсен биологине, хăрушсăрлăх правилисене, ирĕк панă сунар мелĕсене тата ытти требованисене пĕлмелле пулĕ. Пĕлÿ шайне тÿлевсĕр тĕрĕслĕç. Министерство сайтĕнче заявлени формине, экзамен ăçта тата хăçан иртесси пирки информацие пĕлтернĕ.
Нияз Фазылов аса илтернĕ тăрăх, Пушкăртстанра 83 пин сунарçă регистрациленĕ. Вĕсен пурин те сунар билечĕ, хĕç-пăшал упрама тата унпа усă курма ирĕк паракан документ пулмалла. Сунар вăхăтĕнче çумра асăннă документсем тата пĕр те пĕр вырăнта тискер чĕр чунсемпе кайăк-кĕшĕксене тытма ирĕк паракан хут кирлĕ. Çирĕплетнĕ сунар вырăнĕсенче çÿреме путевка кирлĕ. Йĕркене пăснăшăн административлă тата уголовлă явап тыттарĕç.
Надежда РОДИОНОВА.