Пур хыпар та
Эпир тата çут çанталăк
4 Сентябрӗн 2025, 17:00

Кайӑксем каяш суйламалли полигонра ӗҫлеҫҫӗ

Кайăк-кĕшĕк çут çанталăкăн пĕр пайĕ пулнă май, вĕсем кулленхи пурнăçра чылай усăллă ĕç тунине курма пулать. Паллах, палăртнă ĕçе пĕлсе йĕркелесен.

Кайӑксем каяш суйламалли полигонра ӗҫлеҫҫӗ
Кайӑксем каяш суйламалли полигонра ӗҫлеҫҫӗ

 Акă, Чăваш Енри Ҫӗнӗ Шупашкар хулинчи хытă каяш суйламалли полигонра кайӑксем ĕçленине курса савăнма пулать. Вӗсем - кӑйкӑрпа канюк. Ҫунатлӑ туссен тӗллевӗ -  «Ситиматик» предприятире (кил-çуртри хытă каяша тирпейлет) ытти кайӑка хӑратса тӑрасси.

Кӑйкӑрпа канюк чарлансене, ҫӑхансене, чанасене, уҫӑ вырӑнта пуҫтарӑнма юратакан ытти кайӑка хӑваласа яраҫҫӗ. Мӗншӗн тесен лешсем ҫӳп-ҫапа салатаҫҫӗ, тавралӑха варалаҫҫӗ, чир-чӗр сарма пултараҫҫӗ.

Автор: Юрий Михайлов
Читайте нас