Пур хыпар та
Эпир тата çут çанталăк
8 Сентябрӗн 2025, 11:30

Акăш çемйи çынсем патне пынă

Хайбулла районĕнчи Ивановка ялĕнче акăш çемий чĕпписемпе пĕрле çынсем патне пынă. Çакăн пирки ялта пурăнакан Василя Мамбетова каласа панă.

Акăш çемйи çынсем патне пынă
Акăш çемйи çынсем патне пынă

- Пĕрремĕш хут акăшсем ялти пĕр хĕрарăм çурчĕ патне пынăччĕ. Кайăксем выçă пулĕ тесе хуçисем вĕсене тырăпа хăналанă, пĕве хĕррине хăваласа янă. Çакăн хыççăн вĕсем çынсем патне пыма хăнăхса çитрĕç, тăтăшах ял урамĕсем тăрăх çÿреççĕ.  Ял çыннисем вĕсене чăрмантармасса тăрăшаççĕ, инкекрен сыхлас тесе айккине хăвалаççĕ, - каласа панă Василя Мамбетова.

Экологи министерствин ĕçченĕсем кайăксене хăратмалла маррине аса илтернĕ.

 - Эпир ял çыннисене кайăксене хăратма тата апатлантарма юраманнине асăрхаттарасшăн. Мĕншĕн тесен çакă вĕсен сывлăхне сиен кÿме пултарать, - тенĕ министерствăра.     

Автор: Ирида Матниязова
Читайте нас