-6 °С
Пӗлӗтлӗ
Çулсерен иртекен «Ешĕл Пушкăртстан» акци вăхăтĕнче çуркунне республикăра 153 çĕнĕ тематика аллейи уçнă. Акци шайĕнче çичĕ пин ытла шултра йывăç тата 136 пин ытла ытти хунав лартнă.
Çавăн пекех пирĕн республика асăну йывăççисем лартнă вырăнсен шучĕпе те палăрса тăрать. Аслă Çĕнтерĕвĕн юбилейлă çулĕнче «Çĕнтерÿ», «80», «Çĕнтерĕвĕн Тăван çĕршывĕ» тата ытти сăмахсенчен тăракан геоглифсем (çĕр çинче çырнă ÿкерчĕксем) хатĕрленĕ.