Пур хыпар та
Эпир тата çут çанталăк
9 Октябрӗн 2025, 15:30

Çĕнĕ çул йывăççисен пĕрремĕш партине хатĕрленĕ

Раççей ял хуçалăх надзорĕн Пушкăртстанри управленийĕ октябрь уйăхĕн 1-3-мĕшĕсенче 2,5 пин çĕнĕ çул йывăççинчен тăракан партине тĕрĕсленĕ.

Çĕнĕ çул йывăççисен пĕрремĕш партине хатĕрленĕ
Çĕнĕ çул йывăççисен пĕрремĕш партине хатĕрленĕ

Ăна Шаран районĕнчи уйрăм усламçă Раççей Федерацийĕн ытти субъекчĕсене ăсатма хатĕрленĕ.

Липецкпа Ростов тата Тамбов облаçĕсене, Пермь крайне, Крым Республикине ăсатакан лăсăллă йывăçсем ÿсен-тăрансен карантинĕн уйрăмĕ витĕр тухнă. Суйласа илнĕ йывăçсем лаборатори экспертизисене ăнăçлă иртнĕ. Продукци фитосанитари ыйтнине туллин тивĕçтерет.  

Автор: Ирида Матниязова
Читайте нас