-6 °С
Пӗлӗтлӗ
Экологи енĕпе пĕлÿ паракан методист Ирина Сабирова пĕлтернĕ тăрăх, кайăксен шучĕ 500 яхăн çитнĕ. Çав шутра уйрăмах çамрăккисем нумай пулнă. Акăшсем вăрăм çула тухиччен чĕпписене вĕрентеççĕ.
- Кăçал уйрăмах çамрăк акăшсем, кăçал çуралнă чĕпсем нумай. Танлаштарма, иртнĕ çулхи сезонра вĕсем самай сахалччĕ, - палăртнă Ирина Сабирова.
Çамрăк кайăксен тĕкĕсем сăрă тĕслĕ. Çакă асăннă кÿлĕ хĕррине анса ларма юратакан шипун-акăшсем пулнине çирĕплетет.