Пур хыпар та

Чи анлă сарăлнă вĕçен кайăк – ăсан, тискер чĕр чун – пăши

Пушкăртстанра тĕп сунар ресурсĕсен йышне планпа шутласси пуçланнă.

Чи анлă сарăлнă вĕçен кайăк  – ăсан, тискер чĕр чун – пăши
Чи анлă сарăлнă вĕçен кайăк – ăсан, тискер чĕр чун – пăши

Март уйăхĕн 15-мĕшĕччен тăсăлакан чĕр чунсен «инвентаризацийĕ» тискер кайăксемпе вĕçен кайăксен популяцийĕ çинчен тĕрĕс информаци парĕ.

-  Сакăр пин ытла гектар территоринче хĕллехи маршрут учечĕ ирттересси тĕп тĕрĕслев мелĕ пулĕ, - тесе пĕлтернĕ регионти Министрсен Кабинетĕнче. – Вăл пулăшнипе специалистсем пăшисен, çĕпĕр качакисен, пăнчăллă тата пархатарлă (благородный) пăлансен, хир сыснисен, кашкăрсен, çÿлевĕçсен, тилĕсен, сăсарсен, юссен (горностай), колоноксен (сăсар йышши паха тирлĕ чĕр чун), пакшасен, мулкачсен, пăчăрсен (рябчик), ăсансен,  карăксен тата хир чăххисен  йышне хак парĕç.

- Тĕпчесе пĕлнĕ информаци сунар лимичĕсене тÿрлетме, биотехника мероприятийĕсене палăртма, çут çанталăка сыхлас ĕçсен тухăçлăхне хак пама пулăшĕ. Иртнĕ çулхи шутлав тăрăх 629 180 тискер тата вĕçен кайăк шутне пĕлнĕ,   –  палăртнă регионти çут  çанталăкпа усă курасси тата экологи министрĕ Нияз Фазылов.

Пушкăртстанра вĕçен кайăксен шутĕнче ытларах ăсан – 198 208 уйрăм кайăк, чĕрнеллĕ тискер чĕр чунсем хушшинче 36 209 пăши, 34 826 пуç çĕпĕр качакисене шутласа пĕлнĕ. Мамăк йышши тискер кайăксем хушшинче мала шурă мулкач тухнă, республикăри вăрмансем тăрăх 28 194 кĕске хÿре чупать.

Автор: Инга Алексеева
Читайте нас