Çапла январь уйăхĕн 20-мĕшĕнче Кармаскалă районĕнче тилĕ уйрăм çуртăн кил картишне кĕрсе йытта тапăнни çинчен Пушкăртстанри Инкеклĕ лару-тăру министерствин патшалăх комитетĕнче пĕлтернĕ.
Ытларах тискер кайăксем каяшсем, апат-çимĕç юлашкисем уçă выртакан çĕре, е çынсем вĕсене ятарласа çитерсе тăракан вырăна килеççĕ.
Час-часах тилĕсем чирлĕ пек курăнаççĕ, хăйсене яланхи пек тыткаламаççĕ: çын патне çывăха пыраççĕ, апата алăранах илеççĕ е хăйсем патне çыхварма ирĕк параççĕ. Тискер чĕр чунсем çавăн пек хăтлансан асăрхануллă пулмалла, мĕншĕн тесен сывлăхлă чĕр чунсем ытти чух çынсем патне çывхармаççĕ. Çавăнпа та граждансене хăрушсăрлăх правилисене пăхăнма ыйтаççĕ:
- Апатлантарас е ачашлас тесе тилĕ патне ан çывхарăр. Чĕр чунсем чирлĕ е урнă пулма пултараççĕ.
- Нихăçан та тилĕсене апат ан сĕнĕр, тăтăшах сăйлани вĕсене çынсем патне апат шыраса килме хистĕ.
- Тилле асăрхасан шăппăн çеç вырăнтан çухалăр. Кăшкăрса, хăлаçланса ан хăратăр, ăна куç умĕнчен çухалма май парăр.
- Ачасене тата килти выльăхсене сыхлăр. Тăватă ураллă тусăрсемпе пĕрле уçăлса çÿрĕр, ачасене пĕччен ан хăварăр.
Тилĕсен хастарлăхĕ ÿсекен вăхăтра, каçпа тата çĕрле, асăрхануллă пулăр.
Васкавлă лару-тăрура, сывлăхшăн тата пурнăçшăн хăрушлăх сиксе тухсан е тискер чĕр чун тапăннă хушăра 112 телефон номерĕпе шăнкăравламалла.