Пур хыпар та

Челябинск облаçĕнче лĕпĕшсем вăраннă, кăчкă папкисем çурăлнă

Челябинск облаçĕнчи «Таганай» наци паркĕнче çут çанталăк уйрăмах ир вăраннине çирĕплетнĕ. Вăтăр градуслă сивĕсем хыççăн вунă кунран кунта кăчкă папкисем çурăлнă, пĕрремĕш лĕпĕшсем вăраннă.   

Челябинск облаçĕнче лĕпĕшсем вăраннă, кăчкă папкисем çурăлнă
Челябинск облаçĕнче лĕпĕшсем вăраннă, кăчкă папкисем çурăлнă

Челябинск облаçĕнчи хыпарсене шута илсен кăчкă папки вăтам кăтартуран 11 кун маларах çурма пуçланă, лĕпĕшсем март уйăхĕн 14-мĕшĕнче ыйхăран вăраннă. Çакă 20 çул хушшинчи сăнавсен рекорчĕ шутланать (йăлана кĕнĕ тăрăх, асăннă тапхăр апрель уйăхĕн 8-мĕшĕпе тÿр килнĕ).

Çитес вăхăтра «Таганайра» кăткăсем йăшăлтатнине асăрхама пулĕ, мĕншĕн тесен вĕсен йăвисем çинчи юр ирĕлме пуçланă.  

Автор: Ирида Матниязова
Читайте нас