Пур хыпар та

86 пин ытла çын çурхи шыв айне лекме пултарать

Республикăра ейĕве хирĕç кĕрешекен комисси ĕçне йĕркеленĕ.

86 пин ытла çын çурхи шыв айне лекме пултарать
86 пин ытла çын çурхи шыв айне лекме пултарать

Енчен те кăçал ейÿ лăпкă иртмесен республикăн районĕсенчи 313 ял-сала тата 44 хула шыв айне лекме пултарать. Вĕсенче вырнаçнă 22 пин ытла çуртра 86 пин ытла çын пурăнать. Çакăн пирки РФ Инкеклĕ лару-тăру министерствин Пушкăртстанри патшалăх комитечĕн преседателĕ Кирилл Первов. март уйăхĕн 23-мĕшĕнче пĕлтернĕ.

Министр сăмахĕсемпе килĕшÿллĕн çынсене эвакуацилеме 334 пункт йĕркеленĕ. Вĕсенче 45 пин çын вырнаçма пултарать.

 - Ейĕве хирĕç кĕрешекен комисси ĕçне йĕркеленĕ. Муниципалитетсемпе пĕрле пăр капланма пултаракан вырăнсене шута илнĕ, 28 муниципаллă пĕрлĕхри 70 лаптăка тимлесе тăраççĕ. Муниципалитетсен территорийĕсем çинче взрыв ĕçĕсем ирттерме майсем йĕркеленĕ, - пĕлтернĕ Кирилл Первов.   

Автор: Ирида Матниязова
Читайте нас