Урал сасси
+10 °С
Облачно

Слива йывăççи пирки

Ĕлĕк Чехи çĕршывĕнче çын айăпа кĕрсен тÿрех пачăшкă патне ÿкĕнме кайнă. Анчах та пачăшкă унăн çылăхне ахаль çеç каçарттарман. Çылăха кĕне çыннăн ырă ĕç тумалла пулнă.

Слива йывăççи пиркиСлива йывăççи пирки
Слива йывăççи пирки

Ытларах чух вăл çул хĕррине слива йывăçне лартнă. Балкан çур утравĕнчи çул хĕррисенче пĕтĕмпе сливăсем ÿсеççĕ. Кунта кăсăкки акă мĕнре: çылăха кĕнĕ çынсен шучĕ чылай пулнипе те кÿренмелле, те вĕсем айăпне йышăннишĕн савăнмалла?

Слива Китайра хĕл палли шутланать. Тата слива чечекӗн пилӗк ҫеҫки тӑнӑҫлӑха, вӑрӑм ӗмӗре, савӑнӑҫа, ырлӑха тата ӑнӑҫӑва пӗлтерет.

Сливăпа юнашар табак, çĕр улми, помидор, баклажан тата ытти паслен культурисем ÿстерме юрамасть. Çак ÿсен-тăрансем слива йывăçне сиен кÿрекен кăмпасене илĕртеççĕ иккен.

Великобританинче сливăна питĕ юратаççĕ, çавăнпа та тĕрлĕ заведенисен ячĕсене те кĕртеççĕ. Эдинбург хулинче Тискер слива (Дикая слива – Wild Plum) ятлă бар, Лондонра Уинстон Черчилл ( политик, патшалăхпа çар деятелĕ) Сарă слива (Yellow Plum) çÿреме кăмăлланă бар пур.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас