

Пушкӑртстанрамай уйӑхӗн 12-мӗшӗнчен хир сысни сунарне тухма заявленисем йышӑнма пуҫланӑ.РеспубликӑриЭкологи министерствипӗлтернӗтӑрӑх, регионта хир сыснине тытмалли ҫуллахи сезон июнь уйăхĕн 1-мӗшӗнче пуҫланса июлӗн 31-мӗшӗччен тăсăлĕ.
Сунара тухас тесен Пушкӑртстанри Экологи министерствине заявлени памалла. Ҫакна виҫӗ майпа туса пулать: ведомствӑна ҫитсе, çывăхри Нумай функциллӗ центр (МФЦ) урлӑ, электронлӑ майпа "Госуслуги"порталпа усă курса.
ПР Çут ҫанталӑк тата экологи министерстви асăннă заявление вăхăтлă пани сунара тухма ирĕк тата сунар ресурсӗсене сыхласа хӑварассипе çыхăннă саккунсене пӑсасран сыхланма май панине аса илтерет.