Урал сасси
+25 °С
Облачно

Ермеккей тăрăхĕнче 3 тонна ытла макулатура пухнă

«Макулатура пухатпăр – çут çанталăка упратпăр» экологи акцийĕ Ермеккей районĕнчи шкулсем хушшинче вăй илнĕ. «Экологи ырлăхĕ» наци проекчĕ шайĕнче ырă кăмăллă вĕрентекенсемпе вĕренекенсем кивĕ хут, картон, кивĕ хаçатсемпе кĕнекесем илсе килнĕ. Акцин пĕрремĕш тапхăрĕн кăтартăвĕ чăннипех тĕлĕнтерет – иккĕмĕш хут усă курма юрăхлă 3 тонна ытла макулатура пухăннă.

Ермеккей тăрăхĕнче 3 тонна ытла макулатура пухнăЕрмеккей тăрăхĕнче 3 тонна ытла макулатура пухнă
Ермеккей тăрăхĕнче 3 тонна ытла макулатура пухнă

«Эклогия Т» ООО регионти операторĕн представителĕ палăртнă тăрăх, çакăнпа кăна ĕç вĕçленмест. Районта макулатура пухас ĕç малалла пырать. Акци йĕркелÿçисем кивĕ хута иккĕмĕш пурнăç парнелес тĕллевпе çĕнĕ рейссем йĕркелеме палăртаççĕ.

 - Районăн таса пуласлăхĕшĕн тÿпе хывнă кашни çынна тав тăватпăр. Пурте пĕрле эпир йывăçсене сыхласа хăваратпăр, çÿп-çап тăкакан вырăнсен шучĕсене чакаратпăр, пуррипе типтерлĕн усă курма хăнăхатпăр, - хушса каланă компанинче.   

 

Ермеккей тăрăхĕнче 3 тонна ытла макулатура пухнă
Ермеккей тăрăхĕнче 3 тонна ытла макулатура пухнă
Ермеккей тăрăхĕнче 3 тонна ытла макулатура пухнă
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас