Урал сасси
+17 °С
Облачно

Нумай чĕпĕллĕ кăвакал Ĕпхÿри кулĕре çăлтăр пулса тăнă

Кÿлĕри кайăк çынсене пĕр харăсах 16 чĕпĕ кăларнипе тĕлĕнтернĕ.

Нумай чĕпĕллĕ кăвакал Ĕпхÿри кулĕре çăлтăр пулса тăнăНумай чĕпĕллĕ кăвакал Ĕпхÿри кулĕре çăлтăр пулса тăнă
Нумай чĕпĕллĕ кăвакал Ĕпхÿри кулĕре çăлтăр пулса тăнă

Тĕп хулари Якутов ячĕллĕ паркри Салтак кÿллинче хăйне евĕр чуна пырса тивмелле пулăм пулса иртнĕ – пĕр кăвакал 16 чĕпĕ кăларнă.  Шывра йышпа ишекен кайăксен çемйине иртсе çÿрекенсем тимлĕх уйăрма тăрăшнă, чылайăшсем сăн ÿкерчĕксемпе видео кадрсем тунă.

Кăвакал амăшĕ кÿлĕ тăрăх хăйĕн чĕпписемпе ишсе çÿренĕ, çапла майпа иртен-каяна илĕртнĕ, çут çанталăка илем кÿнĕ.

Çакна та палăртса хăвармалла, 16 чĕпĕ кăларасси вăл сайра хутра çеç пулать. Ытларах чухне пĕр ама пĕр вăхăтрах 9-13 çăмартана ăшăтса çут тĕнчене чĕп парнелеме пултарать.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас