Урал сасси
+16 °С
Дождь

Юханшыв хĕррине тислĕк купаланă

Пушкăртстан Республикинчи Экологи министерствин инспекторĕсем Баймак районĕнчи Ургаза юханшывĕ хĕрринче тислĕк купине асăрханă.

Юханшыв хĕррине тислĕк купаланăЮханшыв хĕррине тислĕк купаланă
Юханшыв хĕррине тислĕк купаланă

Выльăх-чĕрлĕх тислĕкне шывран 40 метра купаласа хунă. РФ Шыв кодексĕпе килĕшÿллĕн шыв сыхлавĕн тăрăхĕ 200 метрта вырнаçнă. Енчен те тислĕк купине тĕп тумасан ейÿ вăхăтĕнче каяшсем юханшыва лекме пултараççĕ. Çакă шыв системине сиен кÿрет. Асăннă лаптăкăн хуçине çакăн пирки асăрхаттарнă. Экологи министерстви палăртнă тăрăх, Ургаза çумĕнче купаланса выртакан тислĕке илсе тухма пуçланă.

Ургаза юханшыв Баймакпа Хайбулла районĕсем урлă иртсе Эрĕнпур облаçĕнчи Ириклинское шыв усравне юхса кĕрет.     

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас