Урал сасси
+19 °С
Дождь

Пушкăртстанра чĕрĕпсен çемйипе çыхăннă сайра кадрсем ÿкерсе илнĕ

Республикăри Вăрман хуçалăх министерствинче чĕрĕпсен çемйине ÿкернĕ кадрсене кăтартнă. Вĕсене Çтерлĕ районĕнчи вăрманта тунă. Унта чĕрĕп амăшне хăйĕн икĕ çурипе курма пулать. Видеона кăнтăр кунĕнче ÿкернĕ, анчах та çак чĕр чунсене çут çанталăкра ытларах çĕрле курма пулать. Çакă та хăйне евĕр пулăм.

Пушкăртстанра чĕрĕпсен çемйипе çыхăннă сайра кадрсем ÿкерсе илнĕПушкăртстанра чĕрĕпсен çемйипе çыхăннă сайра кадрсем ÿкерсе илнĕ
Пушкăртстанра чĕрĕпсен çемйипе çыхăннă сайра кадрсем ÿкерсе илнĕ

Шанчăклă та тĕрĕс çăлкуçсем пĕлтернĕ тăрăх, уйрăмах çулла, июнь-июль уйăхĕсенче, чĕрĕп çурисем кăнтăрла çутă çине тухаççĕ. Çемьере 6 çура таран пулма  пултарать. Вĕсем çемçе шурă йĕпсемпе çуралаççĕ, вĕсем темиçе кун хушшинче хытса çитеççĕ.

Çулла чĕрĕпсем уйрăмах çĕрле хастар. Вăрăм та ăшă каçсем вĕсемшĕн канма чи хăтлă та кăмăллă вăхăт шутланать. Шăпах çакăн чухне хĕллене валли организмра çу пухаççĕ. Пĕр чĕрĕп çĕр-каçа хăйĕн йывăрăш виçин 1/3 пай чухлĕ апат çиме пултарать.  Вĕсемшĕн терлĕ нăрăсем, тĕклĕ хуртсем (гусеница), çумăр ăманĕсем чи тутлă апат шутланаççĕ.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас