Урал сасси
+17 °С
Ясно

Юханшывсене 18 пин пĕчĕк стерлядь янă

«Экологи ырлăхĕ» наци проекчĕ витĕмĕпе Шуратăла юхса кĕрекен юханшывсене 18 пин стерлядь янă. Пĕчĕк пулăсем Шуратăл юханшывăн экосистемине çĕнетме пулăшĕç.

Юханшывсене 18 пин пĕчĕк стерлядь янăЮханшывсене 18 пин пĕчĕк стерлядь янă
Юханшывсене 18 пин пĕчĕк стерлядь янă

Стерлядьсене Саратов облаçĕнчен илсе килнĕ, вĕсем Бирск районĕнчи Çĕнĕ Бурново ялĕнчи шыв объектĕнче акклиматизаци иртнĕ.

ПР  Çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министерствин Ĕпхÿри районсем хушшинчи чĕр чунсен тĕнчине сыхлакан службăн тĕп специалисчĕ-эксперчĕ Евгений Глинкин пĕлтернĕ тăрăх, пĕчĕк пулăсене шыва ярасси темиçе йывăр тапхăртан тăрать: ярса тытасси, вырăна илсе çитересси, пулăсем вырăнти климат условийĕсене хăнăхасси.

 

Юханшывсене 18 пин пĕчĕк стерлядь янă
Юханшывсене 18 пин пĕчĕк стерлядь янă
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас