

Ҫак йывӑҫ 300 ҫулта иккен. Апла пулсан вӑл иккӗмӗш Кӗтерне патша саманине та астӑвать, ун чухне чӑвашсем мӗнле пурӑннине те курнӑ, туйнӑ. Паллах, этем пек мар ӗнтӗ. Хӑйне май. Кашни кӗркунне ҫулҫӑ тӑксан та ҫуркунне ҫитсен вӑл каллех ҫулҫӑ кӑларнӑ. Ҫак ҫулсенче мӗн чухлӗ йӗкел туман-ши!
Сасӑлас тесен https://rosdrevo.ru/ сайта кӗмелле. Чӑваш Енри ватӑ юмана, киремет йывӑҫҫине, 73-мӗш номерпе шыраса тупма ҫӑмӑлрах.
Сасӑлама вӑхӑт нумай иртмест: электрон адрес кӑтартмалла та ун ҫине килнӗ кода ҫырмалла. Пулчӗ те. Чӑваш Енри юманшӑн август уйӑхӗн 1-мӗшӗччен сасӑлама май пур.
Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://rosdrevo.ru/