

Кĕçĕр çĕрле, июль уйăхĕн 7-мĕшĕнче, вăйлă çиле тата аслатиллĕ çумăра пула Октябрьски хулинчи С.И. Кувыкин ячĕллĕ нефть колледжĕн лаборатори корпусĕн тăрри юрăхсăра тухнă. Çумăр витререн тăкнă чухнехи пек çунăран çуртри пÿлĕмсем шыв айне пулнă. Вилнĕ тата суранланнă çынсем çук. Хальхи вăхăтра колледжра каникул вăхăчĕ, çавăнпа та вĕренÿ учрежденинче преподавательсем те, студентсем те пулман.
Вырăна специалистсем пырса çитнĕ, вĕсем çут çанталăк сиен кÿнĕ пулăма хак параççĕ. Пушкăртстан правительствин пĕрремĕш вице-премьерĕ Урал Кильсенбаев лару-тăрăва хăй тĕрĕслесе тăрать.
- Сентябрь уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне, çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланнă вăхăта çурта юсаса çĕнетĕпĕр. Вĕрентÿ процесĕ планпа палăртнă вăхăтра пуçланĕ, - тенĕ вице-премьер.
Юрий СНЕГОПАД.