

«Пин тата Пуф» Тискер чĕр чунсен сывлăхне тавăракан центр ĕçченĕсем каласа панă тăрăх, кил хуçи çийĕнчех çак чĕр чун тĕсĕ Хĕрлĕ кĕнекене кĕнине тавçăрса илнĕ. Вăл çийĕнчех чĕр чунсене хÿтĕлекенсемпе çыхăннă. Лешсем ПР Экологи министертвин специалисчĕсемпе канашласа пăхнă. Тискер чĕр чун тĕнчине анлă пĕлекенсем Пушкăртстанра чăн та Европăри шурлăхсенчи тимĕр шапа пулма пултарнине çирĕплетнĕ, анчах та питĕ сайра хутра. Вĕсем ытларах чухне Раççейĕн кăнтăр регинĕсенчи вырăнсенче пурăнаççĕ иккен.
- Халĕ тимĕр шапана хăш вырăнта ирĕке кăларса ярассине татса паратпăр, - тесе пĕлтернĕ «Пин тата Пуф» центр ертÿçи Дмитрий Стрельников.
Юрий СНЕГОПАД.