Урал сасси
+24 °С
Облачно

Шăрăх тата çумăрлă кунсем: çывăх кунсенче Пушкăртстанра мĕнле çанталăк пулĕ

Пушкăртстан синоптикĕсем малашнехи виçĕ кунра çанталăк мĕнле пулассине пĕлтернĕ.

Шăрăх тата çумăрлă кунсем: çывăх кунсенче Пушкăртстанра мĕнле çанталăк пулĕШăрăх тата çумăрлă кунсем: çывăх кунсенче Пушкăртстанра мĕнле çанталăк пулĕ
Шăрăх тата çумăрлă кунсем: çывăх кунсенче Пушкăртстанра мĕнле çанталăк пулĕ

Регионти гидрометăн кăтартăвĕсем тăрăх, паян ,июль уйăхĕн 23-мĕшĕнче, республикăнра кăштах çумăр çумалла. Çил улшăнуллă тĕрлĕ енчен пулĕ. Сывлăшри температура  +27, +30 градуспа танлашĕ.

Эрне кун, июлĕн 24-мĕшĕнче, çумăр вырăн вырăнпа çумалла. Çил кăнтăр-хĕвелтухăçĕнчен вĕрмелле, кăнтăрла вырăнĕпе кассăн-кассăн пулĕ. Сывлăш температури çĕрле +15, +20, кăнтăрла +27, +32 градуса çитĕ.

Шăмат кун, июлĕн 25-мĕшĕнче, çумăр çумĕ. Çил кăнтăр хĕвел тухăçĕнчен, кăнтăртан кассăн-кассăн  вĕрĕ. Сывлăш температури çĕрле +15, +20, кăнтăрла +27, +32 градуспа танлашĕ.

Сăмах май, вăйлă çумăрсене пула Аскин районĕнче Сарс юханшыври шыв шайĕ чылай çĕкленнĕ пулнă, 107 уйрăм кил-çурт çывăхĕнчи çĕрсене шыв айне тунă. Халĕ вăл пĕр метр ытла чакнă, çÿлерех асăннă хуçалăхсемшĕн ейÿ хăрушлăхĕ пулмалла мар.

 

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас