Урал сасси
+28 °С
Пӗлӗтлӗ

Тăват çĕр рака ирĕке янă

«Кандры-куль» çут çанталăк паркĕн инспекторĕсем черетлĕ рейд ирттернĕ, кÿлĕре саккунсăр майпа рак тытмалли 19 хатĕре тупнă.

Тăват çĕр рака ирĕке янăТăват çĕр рака ирĕке янă
Тăват çĕр рака ирĕке янă

Инспекторсем 400 рака каялла шыва янă. Асăннă рейд «Экологи ырлăхĕ» наци проекчĕ шайĕнче иртнĕ тесе пĕлтернĕ Туймазă район администрацийĕ.

Çут çанталăка сăтăр тăвакансемпе кĕрешекенсем Пушкăртстанра пурăнакансене Кандрыкуль кÿлли уйрăм сыхланакан çут çанталăк территорийĕ пулнине тепĕр хут аса илтернĕ. Унта шыври биоресурссене тытма юрамасть.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас