Урал сасси
+15 °С
Ясно

Менеуз шывĕ тасарах пулĕ

Пишпÿлек районĕнчи  Хушăлка ял Канашĕ «Раççей юхан шывĕсем» акцие хутшăннă.

Менеуз шывĕ тасарах пулĕМенеуз шывĕ тасарах пулĕ
Менеуз шывĕ тасарах пулĕ

Çут çанталăка упрасси пĕчĕк ĕçрен пуçланать. Нумай пулмасть Хушăлка ялĕнчи культура çурчĕн ĕçченĕсем «Раççей юхан шывĕсем» Пĕтĕм Раççейри акцие хутшăнса  хăйсен тĕслĕхĕпе çут çанталăка тасалăхра тытмаллине кăтартса панă.

Икĕ кун хушши тухăçлă ĕçленин кăтартăвĕ куç умĕнчех. Пĕрремĕш кунхине ушкăн Хушăлкари Менеуз юхан шывĕн çыранĕпе çулне йĕркене кĕртнĕ. Тепĕр кунне тасалăх эстафети Петровка паççулккине куçнă. Акцие хутшăнакансем шыв сыхлавĕн тăрăхне тасатнă: ÿссе кайнă курăка çулнă, пухăннă çÿп-çапа пуçтарса полигона ăсатнă.

Ыркăмăллă çынсем пуррипе ялсем хăтлăрах, çут çанталăк тасарах пулĕ.  

Пишпÿлек районĕ.

Менеуз шывĕ тасарах пулĕ
Менеуз шывĕ тасарах пулĕ
Менеуз шывĕ тасарах пулĕ
Менеуз шывĕ тасарах пулĕ
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас