

ПР Вăрман хуçалăхĕн министерстви палăртнă тăрăх, вăрман фончĕ регионăн экономика хăватне, республика çыннисен экологи ырлăхне палăртмалли ресурс шутланать. Çавăнпа та вăрмансене сыхласси, хÿтĕлесси тата çĕнетесси патшалăх политикин тĕп тĕллевĕсенчен пĕри пулса тăрать. Çак ĕç мĕнле пурнăçланнине регион ертÿçи хăй тĕрĕслесе тăрать. «Экологи ырлăхĕ» наци проектне хутшăннипе 2019 çултанпа асăннă отрасле тĕпрен çĕнетнĕ.
Çак вăхăт хушшинче ведомствăна пăхăнса тăракан учрежденисем валли 732 вăрман хуçалăхĕ тата вăрман пушарĕсене сÿнтермелли ятарлă техника, оборудованипе хатĕр-хĕтĕр туяннă. Федераллă бюджетран уйăрса паракан инвестицисен калăпăшĕ 418 млн тенкĕрен иртнĕ.