Урал сасси
+6 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Фестиваль
29 Сентябрӗн 2021, 11:13

Поэзи ăстисен уявĕ иртрĕ

Сентябрь уйăхĕн 25-мĕшĕнче сăваплă Пелепей çĕрĕ çинче «Хавхалану çăлкуçĕсем» Регионсем хушшинчи поэзи фестивалĕ тата паллă вырăс писательне С.Т. Аксакова халалланă Пĕтĕм тĕнчери уяв вăтăр пĕрремĕш хут иртрĕ.

Поэзи ăстисен  уявĕ иртрĕ
Поэзи ăстисен уявĕ иртрĕ

Çав кун Надеждино ялĕнчи Аксаковсен именийĕ Аксаков уявĕн хăнисене тата «Хавхалану çăлкуçĕсем – 2021» фестиваль участникĕсене кĕтсе (кăçал икĕ уява пĕрле ирттересси çинчен хаçатăн иртнĕ номерĕсенче пĕлтернĕччĕ) алăкĕсене уçса хучĕ.
Мероприятие Сергей Тимофеевичăн Григорий ывăлĕн Мускав хулинче пурăнакан несĕлĕсем, çыравçăн мăнукĕн мăнукĕ Мария Аксакова Иван Аксаков ывăлĕпе, килсе çитнĕ.
Сумлă хăнасем Дмитрий Солунский чиркĕвĕнче уяв кĕллинче пулнă, Аксаков çемйин музейĕ умĕнчи лапамра йĕркеленĕ халăх уявне хутшăннă, хăйпултаруллă артистсемпе пĕрле ташланă, юрланă, С.Т. Аксаков палăкĕ умне чечексем хунă, Аксаков çемйин музейне çитсе курнă.
Çавăн пекех XXXI Пĕтĕм тĕнчери Аксаков кунĕсен программипе килĕшÿллĕн «Хавхалану çăлкуçĕсем – 2021» поэзи фестивалĕн участникĕсем валли «çавра сĕтел» йĕркеленĕ. Поэзи конкурсĕн лауреачĕсем Пелепей хулинчи Тĕп культура керменĕнче мероприяти йĕркелÿçисемпе («Урал сасси» тата «Белебеевские известия» хаçатсен тĕп редакторĕсем Юрий Михайловпа Светлана Шириня) тата жюри членĕсемпе тĕл пулнă.
Регионсем хушшинчи «Хавхалану çăлкуçĕсем-2021» фестиваль çĕнтерÿçисемпе номинанчĕсене XXXI Пĕтĕм тĕнчери Аксаков уявĕн гала-концертĕнче чысларĕç. Кăçалхи поэзи конкурсĕнче чăвашла çыракан авторсенчен Пелепей районĕнчи Слакпуç ялĕнчи педагогика ĕçĕн ветеранĕ Елена Данилова «Эсĕ – Пушкăртстанăн шанчăклă ывăлĕ, юратнă хула, Пелепей», Пелепей хулинчи Людмила Добрина «Поэт тата вăхăт» номинацисен çĕнтерÿçсем пулса тăчĕç. Ермеккей тăрăхĕнчи Суккул ялĕнчи педагогика ĕçĕн ветеранне Николай Прохорова фестивалĕн 3 степень лауреачĕ ята парса чысларĕç. Фестивалĕн Фатых Карим ячĕллĕ литература премине РФ тата Чăваш писателĕсен союзĕн членĕ Рудольф Матвеевич Павлов (Пелепей хули) тивĕçрĕ.
Йăлана кĕнĕ тăрăх, йĕркелÿçĕсем фестиваль тĕлне кăçал та «Хавхалану çăлкуçĕсем» поэзи альманахĕ кăларчĕç. Асăннă кĕнекене чăвашла çыракан 14 авторăн сăввисем кĕнĕ.
Надежда РОДИОНОВА. Пелепей хули.

Поэзи ăстисен  уявĕ иртрĕ
Поэзи ăстисен уявĕ иртрĕ
Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: