Урал сасси
-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Фестиваль
12 Августӑн 2023, 14:55

Пушкăрт лаши пушкăрт пылĕ пекех паллă бренд пулĕ

«Пушкăрт урхамахĕ» («Башкорт аты») фестивальте «Ăратлă лашасене ĕрчетессипе çыхăнă çивĕч ыйтусем тата лаша продукцине туса кăларасси» Пĕтĕм Раççейри ăслăлăх конференцийĕ иртнĕ. Унта пĕрремĕш спикер пулса Раççей Ял хуçалăх министерствин Выльăх-чĕрлĕх тата ăратлăх енĕпе ĕçлекен департаментăн директор çумĕ Олег Литяйкин тухса калаçнă.

Пушкăрт лаши пушкăрт пылĕ пекех паллă бренд пулĕ
Пушкăрт лаши пушкăрт пылĕ пекех паллă бренд пулĕ

- Пушкăрт халăхĕшĕн кирек мĕнле вăхăтра та лаша тăрантакан тата пулăшакан пулнă. Лашасем çапăçма пулăшнă, ял хуçалăх ĕçĕсене тума. Республика ĕçĕн çак енне аталантарма тăрăшать, тивĕçлĕ тимлĕх уйăрать, çавăнпа та вăл çынсене хăй патне туртать. Ман шутпа пушкăрт пылĕ Раççейре мĕнле паллă бренд пулса тăнă, пушкăрт лаши те çавăн пекех чаплă бренда çаврăнĕ. Эпĕ фестивале хутшăнакансемпе унăн хăнисене ыйтусене сÿтсе явнă вăхăтра усăллă та вырăнлă сĕнÿсем пама, пурне те çĕкленÿллĕ кăмăл сунатăп,- тенĕ Олег Михайлович.

Аса илтеретпĕр, «Пушкăрт урхамахĕ» халăхсен хушшинчи фестиваль паян Баймак районĕнчи Графское кÿлĕ çывăхĕнче иртет.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: