Урал сасси
+18 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Фестиваль
20 Августӑн 2023, 15:15

«Журфест -2023» 400 яхăн журналиста пухрĕ

Эрне кун, август уйăхĕн 18-мĕшĕнче, Абзелил районĕнчи Банное (Якты-Куль)  кÿлĕ хĕрринчи  "Юбилейное" санаторире  Пушкăртстанри журналистсен йалана кĕнĕ «Журфест- 2023» форум иртрĕ. Унăн ĕçне 400 яхăн журналист – федераллă, республика, район-хула хаçачĕсен, радиопа телевидени кăларăмĕсен, интернет пĕрлĕхĕсен представителĕсем – хутшăнчĕç. Çав шутра «Урал сасси» хаçат ĕçченĕсем -  тĕп редактор Юрий Михайлов тата Ирида Новикова  корреспондент.

«Журфест -2023» 400 яхăн журналиста пухрĕ
«Журфест -2023» 400 яхăн журналиста пухрĕ

Республика Пуçлăхĕ сĕннипе фестиваль «Журфест – тăван тăрăха юратса» девизпа иртрĕ. Пухăннисене ПР Пичет агентствин ертÿçи Максим Ульчев, унăн çумĕ Марат Газизов, Абзелил район администраци пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Руслан Халилов  саламларĕç.  Кунта Пĕчĕк тăван çĕршывшăн тумалли усăллă ĕçсен çулталăкне халаллласа районсем хушшинчи пултарулăх пĕрлехĕсем (вĕсем Пушкăртстанра пурĕ 7) наци картишĕсем йĕркелнĕччĕ. Чăвашсен ятне республикăн кăнтăр хĕвел анăç енчи журналистсен пĕрлĕхĕ хÿтĕлерĕ. Çак йыша Пелепей, Туймазă, Ермеккей, Давлекан, Пишпÿлек, Мияки, Элшей районĕсенче тата Октябрьский хулинчи тăватă чĕлхепе тухса тăракан пичет кăларăмĕсем кĕреççĕ.

Мероприяти вăхăтĕнче тин çеç пиçсе тухнă калем ăстисене професси енчен палăртса РФ Журналистсен союзĕн билечĕсене пачĕç, спорт тата тĕрлĕ вăйăсем йĕркеленĕччĕ. Сăмах ăстисем хăйсен юрă-ташă пултарулăхне уяв сцени çинче те кăтартса пачĕç.

Тĕплĕнрех асăннă форум пирки «Урал сасси» хаçатăн çитес номерĕнче вуласа пĕлме пулать.

Юрий СНЕГОПАД.

«Журфест -2023» 400 яхăн журналиста пухрĕ
«Журфест -2023» 400 яхăн журналиста пухрĕ
«Журфест -2023» 400 яхăн журналиста пухрĕ
«Журфест -2023» 400 яхăн журналиста пухрĕ
«Журфест -2023» 400 яхăн журналиста пухрĕ
«Журфест -2023» 400 яхăн журналиста пухрĕ
«Журфест -2023» 400 яхăн журналиста пухрĕ
«Журфест -2023» 400 яхăн журналиста пухрĕ
Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: