Урал сасси
+8 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Фестиваль
7 Сентябрӗн 2023, 10:40

Бирск хулинче уй-хир кухнин фестиваль-смотрĕ иртĕ

Çитес шăмат кун, сентябрь уйăхĕн 16-мĕшĕнче, Бирск хулинчи «Бирская крепость» истори паркĕн территорийĕнче «Манăçа тухнă рецептсем» («Забытые рецепты») фестиваль-смотр иртĕ. Шеф-поварсемпе студентсем уçă çулăм çинче ĕлĕкхи поход апачĕсене пĕçерес енĕпе ăмăртĕç. Мероприяти 11 сехетре пуçланать, тÿлевсĕр.

Бирск хулинче уй-хир кухнин фестиваль-смотрĕ иртĕ
Бирск хулинче уй-хир кухнин фестиваль-смотрĕ иртĕ

Фестиваль шайĕнче виçĕ конкурс йĕркелĕç: «Пуртăран пăтă» студентсен кухни, «Салтак пăтти» истори кухни тата «Шефран комплимент» професси кухни. Унта хутшăнакансем 2 сехет хушшинче апат пĕçермелле. Усă курнă рецептăн çирĕплетсе панă историйĕ, факчĕсем пулмалла.

Фестиваль хăнисене поход апатне пĕçерессипе мастер-классем, 1941-1945 çулсенчи уй-хир кухнин кăнтăрлахи апачĕ, ĕлĕкхи вăйăсем тата Бирскри ухăçăсен ăмăртăвĕ кĕтет.

 - Бирск пирки пирĕн регионăн туризм пулăмĕсем иртекен центр тесе калама пулать. Çакăн йышши мероприятисен шайĕ ÿсни савăнтарать. «Манăçа тухнă рецептсем» фестивале кăмăллакансем тупăнасса, вăл йăлана кĕрессе шанатăп,  - тенĕ ПР предпринимательство тата туризм министрĕ Рустем Афзалов.      

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: