Урал сасси
+8 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Фестиваль
25 Сентябрӗн 2023, 17:15

Ермеккейĕнче «Мăн асаттесен çĕрĕ» фестиваль иртнĕ

Ермеккей çĕрĕ çинче Ик тăрăхĕнчи халăхĕсен фестивальне йĕркелесси йăлана кĕнĕ. Вăл асăннă районăн визит карточки шутланать.

Ермеккейĕнче «Мăн асаттесен çĕрĕ» фестиваль иртнĕ
Ермеккейĕнче «Мăн асаттесен çĕрĕ» фестиваль иртнĕ

Фестиваль культура сферинчи пĕлтерĕшлĕ те брендлă мероприятисенчен пĕри пулса тăнă. Асăннă проект ПР Правительстви тата республикăри Культура министерстви  пулăшу панипе пурнăçа кĕрет. Район ун валли 500 пин тенкĕлĕх субсиди илнĕ.

 - Фестивале Раççейре тата Пушкăртстанра пурăнакан халăхсен туслăхне çирĕплетес, халăхсен наципе культура пуянлăхне тата йăли-йĕркисене аталантарас,  упраса хăварас тĕллевпе иртет. Вăл 1994 çулта Ермеккей çĕрĕ çинче вырăнти халăх пуçарăвĕпе вăй илнĕ. Çултан-çул унăн географийĕ ÿсет, хăй тавра Раççейре пурăнакан халăхсене пуçтарать,  - тенĕ мероприятие уçнă май Ермеккей район администраци пуçлăхĕ Ильшат Райманов.

Çавăн пекех салам сăмахĕпе республикăри Халăх пултарулăх центрĕн тĕп директорĕ Салават Киреев ПР тава тивĕçлĕ артист тухса калаçнă.

Мероприятие Ик юхан шыв хĕрринче пурăнакан  тĕрлĕ халăхсем – Пушкăртстанпа Тутарстан республикисенчен, Эрĕнпур облаçĕнчен 20 ытла вокал, хореографи (халăх тата эстрада) коллективĕ – хутшăннă.

Сентябрь уйăхĕн 22-мĕшĕнче вырăнти Культура керменĕнче ир-ирех суйлав турĕ иртнĕ. Наци колоритне тата халăхсен хăйне евĕрлĕхне сăнласа паракан концерт номерĕсене ПР халăх артисчĕ Риф Габитов ертсе пыракан жюри хак панă. Унсăр пуçне кунта наци картишĕсем, халăх алăсталăхĕсен тата декораципе ĕçлев ÿнерĕн куравĕсем ĕçленĕ. Кăмăл тăвакансем спорт ăмăртăвĕсене хутшăнма пултарнă.

Гала-концертра чи тивĕçлĕ коллективсене парнесемпе Хисеп хучĕсем парса чысланă. Фестивале хутшăннă чăваш ушкăнĕсем хăйсене çÿллĕ шайра кăтартнă. Çапла майпа «Мăн асаттесен çĕрĕ» регионсем хушшинчи фестивалĕн 3 степень Дипломне Шаран районĕнчи «Родничок» чăваш халăх вокал ансамблĕ (ертÿçи – Светлана Галлямова) тивĕçнĕ.  Пелепей хулинчи «Илем» чăваш халăх фольклор ансамблĕ (ертÿçи – Нина Никитина) 3 степень лауреат ята çĕнсе илнĕ.

 

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: