Урал сасси
+8 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Фестиваль
1 Ноябрӗн 2023, 09:40

Октябрьски хулинче «Туслăх» регионсем хушшинчи фестиваль-конкурс V хут кĕрлесе иртнĕ

Асăннă конкурс ПР Пуçлăхĕн Гранчĕсен фончĕ пулăшу панипе иртнĕ «Культурăсен кĕперĕ» («Радуга культур») фестивале вĕçленĕ. Мероприятие Октябрьски хулинчи «Эрвел марий» мари наципе культура автономийĕ йĕркеленĕ.

Октябрьски хулинче «Туслăх» регионсем хушшинчи фестиваль-конкурс V хут кĕрлесе иртнĕ
Октябрьски хулинче «Туслăх» регионсем хушшинчи фестиваль-конкурс V хут кĕрлесе иртнĕ

Унăн тĕллевĕ нацисем хушшинчи çыхăнăва çирĕплетессипе; Раççейпе республика территорийĕсенче пурăнакан халăхсен культура еткерлĕхне сыхласа хăварассипе тата аталантарассипе, халăхсен хушшинче сарассипе; наци çыхăнăвĕсене йĕркелеме условисем тăвассипе; пултаруллă уйрăм юрăçсемпе ушкăнсене тупса палăртассипе, вĕсене пулăшу парассипе çыхăннă.

Регионсем хушшинчи фестиваль-конкурса хутшăнма кăмăл тăвакансенчен 25 заявка (300 çын) килнĕ. Çав шутра – Пушкăртстан Республикинчен (Туймазăпа Пелепей, Бакалăпа Шаран тата Мияки районĕсем,  Октябрьскипе Пелепей тата Туймазă хулисем), Эрĕнпур облаçĕнчен, Тутарстан Республикинчен (Ютазă тата Бавлă районĕсем). Çичĕ çултан тата аслăрах ÿсĕмри участниксем хăйсен пултарулăхне икĕ номинаци тăрăх – халăх вокалĕ (çав шутра фольклор тата этнографи) тата хореографи – кăтартса панă.

«Туслăх» регионсем хушшинчи фестиваль-конкурса Мияки районĕнчи Суккул ялĕнчи «Шăнкăрав» тата Кекенти "Туслăх" фольклор коллективĕсем хутшăннă. Хутшăннă кăна мар, вĕсем 3 степень лауреат ятсене те тивĕçнĕ.

 

Октябрьски хулинче «Туслăх» регионсем хушшинчи фестиваль-конкурс V хут кĕрлесе иртнĕ
Октябрьски хулинче «Туслăх» регионсем хушшинчи фестиваль-конкурс V хут кĕрлесе иртнĕ
Октябрьски хулинче «Туслăх» регионсем хушшинчи фестиваль-конкурс V хут кĕрлесе иртнĕ
Октябрьски хулинче «Туслăх» регионсем хушшинчи фестиваль-конкурс V хут кĕрлесе иртнĕ
Октябрьски хулинче «Туслăх» регионсем хушшинчи фестиваль-конкурс V хут кĕрлесе иртнĕ
Октябрьски хулинче «Туслăх» регионсем хушшинчи фестиваль-конкурс V хут кĕрлесе иртнĕ
Октябрьски хулинче «Туслăх» регионсем хушшинчи фестиваль-конкурс V хут кĕрлесе иртнĕ
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: