Урал сасси
+8 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Фестиваль
14 Апрелӗн , 11:55

Марина Васильева «Кĕмĕл сасă-2024» конкурс Гран-прине тивĕçнĕ

 Ĕнер, апрель уйăхĕн 13-мĕшĕнче Шупашкарта К.В. Иванов ячĕллĕ чăваш  академи драма театрĕнче Раççей шайĕнче иртекен чăваш эстрада юррин «Кĕмĕл сасă -2024»  фестиваль-конкурс иртнĕ. Ăна яланки пекех пуçаруллă та ырă кăмăллă спонсорсем тата ЧР культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министерстви пулăшнипе Чăваш наци конгресĕ йĕркеленĕ. Шучĕпе вăл çирĕм пиллĕкмĕш пулнă. Апла пулсан юбилейлă мероприяти теме пулать.

Марина Васильева «Кĕмĕл сасă-2024» конкурс Гран-прине тивĕçнĕ
Марина Васильева «Кĕмĕл сасă-2024» конкурс Гран-прине тивĕçнĕ

Пушкăртстан чысне çак конкурсра икĕ çамрăк хÿтĕленĕ. Пĕри куракансемшĕн уйрăмах паллă Марина Васильева (Ĕпхÿ хули) юрăç, тепри - Çтерлĕри Антон Иванов чăваш хастарĕ. Авăркас районĕнче çуралса ÿснĕ каччăн пултарулăхĕпе те эпир пĕрре мар тĕрлĕ конкурссенче паллашнă.

Конкурс пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх жюри пайташĕсем Гран-прие Ĕпху пикине Марина Васильевана (вăл Чекмагуш тăрăхĕнчи Тапканчă ялĕнче çуралса ÿснĕ) пама йышăннă. Пике тĕп приза - вунă кун «Жемчужина Чувашии» сывлăха çирĕплетмелли çуртра канмалли путевкăна - тивĕçнĕ. Антон та хăйĕн пултарулахĕпе куракансемпе жюрине  савăнтарнă – «Кĕмĕл сасă 2024» конкурсăн иккĕмĕш степень лауреачĕ пулса тăнă, хаклă парнеллĕ пулнă. Эпир çамрăксене чун-чĕререн саламлатпăр, пултарулăх анинче малашне те çитĕнÿсем тума ырлăх-сывлăх сунатпăр.

Юрий СНЕГОПАД.

Марина Васильева «Кĕмĕл сасă-2024» конкурс Гран-прине тивĕçнĕ
Марина Васильева «Кĕмĕл сасă-2024» конкурс Гран-прине тивĕçнĕ
Марина Васильева «Кĕмĕл сасă-2024» конкурс Гран-прине тивĕçнĕ
Марина Васильева «Кĕмĕл сасă-2024» конкурс Гран-прине тивĕçнĕ
Марина Васильева «Кĕмĕл сасă-2024» конкурс Гран-прине тивĕçнĕ
Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: