Урал сасси
+8 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Фестиваль
14 Майӑн , 18:04

«Китап-байрам» фестивальте белорусла вулама хăнăхтарĕç

Ĕпхÿре май уйăхĕн 24-26-мĕшĕсенче иртекен «Китап-байрам» фестивальте Белорусь Республикинчен 15 издательство хăйсен кĕнеке продукцине кăтартĕç. Беларуçпа Пушкăртстан хушшинчи культура интересĕсем ÿсеççĕ, çакă савăнтарать.

«Китап-байрам» фестивальте белорусла вулама хăнăхтарĕç
«Китап-байрам» фестивальте белорусла вулама хăнăхтарĕç

- Кĕнекесен шутне калама йывăртарах, анчах та Белоруççинчен Пушкăртстанăн тĕп хулине илсе килекен пĕтĕмĕшле çăк виçи 1,5 тоннăпа танлашмалла. Эпир Ĕпхÿре тĕрлĕ белорус литературине кăтартăпăр – шкулта вĕренмелли кĕнекесемпе ача-пăча литературинчен пуçласа классика таран. Çав шутра белорус чĕлхипе çырнисем те пулаççĕ. Çавăнпа та кăсăкланакансене Беларусь Республикин стендне çитсе курма йыхравлатпăр, - тенĕ Пăхăнман Патшалăхсен Пĕрлĕхĕнче (СНГ) тĕрлĕ кĕнеке куравĕсемпе ярмăрккасем йĕркелекен Канаш председателĕ Дмитрий Макаров.

Кĕнекесене хушма хаксăр (наценкăсăр) сутма палăртнă. Çак пулăм та кĕнекене юратакансемшĕн пĕлтерĕшлĕ те паха пулăм.

Юрий СНЕГОПАД.

#Китап #КитапБайрам2024 #праздникчитающегочеловека #БашкортостанЧитает

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: