Урал сасси
+8 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Фестиваль
20 Майӑн , 17:55

Чăваш центрĕ «Туганлык» наци фестивалĕн программине пуянлатнă

Мĕн-ха вăл фестиваль? Фестиваль вăл – пĕр шухăшлă çынсем тĕл пулмалли, професси енчен çĕнĕ паллашусем йĕркелемелли, опытпа улшăнмалли вырăн. Паллах, вăл республика çыннисене ытти регионсенчен илсе килнĕ спектакльсемпе савăнтармалли чи лайăх мел те шутланать.

Чăваш центрĕ «Туганлык» наци фестивалĕн программине пуянлатнă
Чăваш центрĕ «Туганлык» наци фестивалĕн программине пуянлатнă

Шăпах асăннă тĕллевсене пурнăçа кĕртес тесе Ĕпхÿ хулинче май уйăхĕн 16-мĕшĕнче «Туганлык» Пĕтĕм тĕнчери наци театрĕсен VIII фестивалĕ уçăлнă. Вăл майăн 23-мĕшĕччен ĕçлĕ.

Конкурс программинче Тутарстанпа Казахстан, Кăркăстанпа Çÿрçĕр Осети-Алани, Чăваш Енпе Калмыки, Абхазипе Тува, Дагестанпа Мари Эл республикисенчи театр коллективĕсен спектаклĕсем пулĕç.

Пĕтĕм тĕнчери наци фестивалĕн виççĕмĕш кунĕнче, май уйăхĕн 18-мĕшĕнче, Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ чăваш патшалăх çамрăксен театрĕн «Куккук куççулĕ» спектаклĕ умĕн ПР Халăхсен туслăх çуртĕнчи марипе чăваш центрĕн специалисчĕсем, çавăн пекех Ĕпхÿ хулинчи Калинин районĕнчи чăваш вырсарни шкулĕнчи «Элем» чăваш ансамблĕн пайташĕсем М.Гафури ячĕллĕ Пушкăрт драма театрĕн фойинче пуян та интереслĕ программа йĕркеленĕ. Чăваш центрĕ ПР тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕн Светлана Матвееван ĕçĕсене курава тăратнă, Татьяна Матвеевапа Гузель Акбашева чăваш юррисене шăрантарнă.      

Чăваш центрĕ «Туганлык» наци фестивалĕн программине пуянлатнă
Чăваш центрĕ «Туганлык» наци фестивалĕн программине пуянлатнă
Чăваш центрĕ «Туганлык» наци фестивалĕн программине пуянлатнă
Чăваш центрĕ «Туганлык» наци фестивалĕн программине пуянлатнă
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: