Урал сасси
+8 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Фестиваль
24 Майӑн , 17:50

Радий Хабиров «Китап-байрамра» хăйĕн уйрăм библиотекинчи кĕнекисене парнеленĕ

Кăçал иртекен «Китап-байрам» ярмăрккăна 18 регионти 223 издательство, çавăн пекех чикĕ леш енчи çывăх çĕршывсенчен (Беларусипе Азербайджан, Узбекистанпа Таджикистан, Казахстанпа Кăркăстан) кĕнекесем тăратнă.

Радий Хабиров «Китап-байрамра» хăйĕн уйрăм библиотекинчи кĕнекисене парнеленĕ
Радий Хабиров «Китап-байрамра» хăйĕн уйрăм библиотекинчи кĕнекисене парнеленĕ

Советски площадĕнче Пушкăртстан пуçлăхне Ĕпхÿри шкул выпускникĕсем кĕтсе илнĕ. Шăпах вĕсемшĕн паян юлашки шăнкăрав янранă. Радий Хабиров 11-мĕш класра вĕренекен хĕрсенчен пĕринпе шкул вальсĕ ташланă.

Ярмăрккăна уçас умĕн республика ертÿçи Калуга тата Боров митрополичĕпе, Чиркÿн Аслă Канашĕн пайташĕпе, Вырăс православи чиркĕвĕн Издательство канашĕн председателĕпе Климент владыкăпа «Литература прививки» хăйне евĕрлĕ проекта хутшăннă. Радий Хабиров ача çуртĕнчи ачасене килĕнчи уйрăм библиотекинчен «Мастер и Маргаритăн» икĕ кĕнекине парнеленĕ. Кĕнекесен хуплашкисем çинче ырă сунса çырнă йĕркесем те пур.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: