Урал сасси
-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Фестиваль
29 Майӑн , 17:20

«Мин башҡортса һөйләшәм» фестиваль йыхравлать.

Июнь уйăхĕн 1-мĕшĕнче Ĕпхÿри «Арт-квадрат» истории центрĕн никĕсĕ çинче «Мин башҡортса һөйләшәм» («Эпĕ пушкăртла калаçатăп») пушкăрт чĕлхин пысăк фестивалĕ иртет.

«Мин башҡортса һөйләшәм» фестиваль йыхравлать.
«Мин башҡортса һөйләшәм» фестиваль йыхравлать.

«Мин башҡортса һөйләшәм»  пушкăрт чĕлхиллĕ çемье фестивалĕ шутланать. Унта пушкăрт чĕлхине упраса хăварас тата аталантарас енĕпе тĕрлĕ мероприятисем йĕркелеççĕ.

Мероприяти хăйĕн ĕçне 12:00 сехетре «Чĕлхе лабораторийĕ» лапамра ачасемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕсем валли пуçлать. 17:00 сехетрен пуçласа фестивалĕн пысăк сцени тĕп лапама çаврăнать. Кунта пушкăрт эстрадин ирĕклĕ çамрăк артисчĕсен концерчĕ иртет.

Ÿсĕм категорий + 6

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: