Урал сасси
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Фестиваль
10 Августӑн , 12:20

«Пушкăрт урхамахĕ» фестивальте эстрада çăлтăрĕсем çак уява халалланă юрра шăрантарĕç

Сăмах кунта (юрăра) çулçÿреве тухнă маттур каччă (джигит) çинчен пырать. Вăл пушкăрт халăхне тата пушкăрт урхамахне чапа кăларать. Тĕрĕс çул суйласа илме ăна шанчăклă лаши пулăшать. Юррăн кĕввине Василь Гафаров çырнă, сăмахĕсене –Зухра Буракаева.

«Пушкăрт урхамахĕ» фестивальте эстрада çăлтăрĕсем çак уява халалланă юрра шăрантарĕç
«Пушкăрт урхамахĕ» фестивальте эстрада çăлтăрĕсем çак уява халалланă юрра шăрантарĕç

 Пĕтĕмĕшле фестивальте пушкăрт лашине халалланă виçĕ юрă шăрантарĕç. Хăнасене «Зайнетдин» шоу-проект, «Бишбармак» оркестр, «Рафстайл» шоу-параппан çапакан, Наиль Башстайл диджей, Раян Хуснуллин тăмра калакан, Тимур Рамазанов тата Зилия Бахтиева юрăçсем, «Сибай», «Уралтау», «Ирандык» халăх ташшисен ансамблĕсем, «Саптар» кăтартуллă хореографи студийĕ, «Эдельвейс» эстрадăпа ташă колективĕ кĕтеççĕ. Уява йĕркелекенсем концерт программи çеç хатĕрлемеççĕ, куракансен умне музыкăпа спортăн театрализациленĕ «Арғымаҡ ат юл башлар, ағыллы ир ил башлар» кăтарту илсе çитерме палăртнă. Вăл маттур каччăсен харсăрлĕхĕпе пултаруллă артистсен таланчĕсене пĕрлештерĕ. Хальхи вăхăтра кашни пайĕ вăрттăнлăх, анчах та кашни пултарулăх номерĕ такан тавра пулса иртмелли паллă. Авторсем палăртна тăрăх, сăмах çухалнă такан пирки пырать. Ăна вут-çулăм çинче хĕртсе çирĕплетнĕ, çĕр хăвачĕпе тата лаша вăйĕпе авăрланă.

Аса илтеретпĕр, «Пушкăрт урхамахĕ» («Башкорт аты») фестиваль Баймак районĕнчи Графское кÿлĕ хĕрринче август уйăхĕн 15-16-мĕшĕсенче иртет.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: