Урал сасси
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Фестиваль
12 Августӑн , 15:50

«Çеçпĕл» тата «Çăлкуç» ушкăнсем фестивальтен савăк кăмăлпа таврăннă

Август уйăхĕн 10-мĕшĕнче Бакалă районĕнчи Бугабаш ялĕнчи Турă Амăш - Одигитриев хĕрарăмсен мăнастирĕн илемлĕ территорийĕнче регионсем хушшинчи фольклор ушкăнĕсен VII Троицки фестивалĕ иртнĕ. Асăннă мероприяти вырăнта пурăнакансене кăна мар, республикăн тĕрлĕ кĕтесĕсенче тымар янисене те хăй тавра пухнă. Çапла фестиваль вырăс культурипе халăх пултарулăхĕн чăн-чăн уявне çаврăннă.

«Çеçпĕл» тата «Çăлкуç» ушкăнсем фестивальтен савăк кăмăлпа таврăннă
«Çеçпĕл» тата «Çăлкуç» ушкăнсем фестивальтен савăк кăмăлпа таврăннă

Фестивале Тутарстан Республикинчи Мамадыш районĕнчи,Пушкăртстан Республикинчи Бакалăпа Шаран, Чекмагушпа Караидель, çавăн пекех Туймазă районĕсенчи коллективсем хастар хутшăннă. Кашни ансамбль халăх йăли-йĕркин тарăнăшне тата пуянлăхне уçса паркан хăйне евĕрлĕ музыка номерĕсене тăратнă.

Фольклор ушкăнĕсен фестивальне Пушкăртстанри Культура министерстви, Республикăри халăх пултарулăхĕн центрĕ, çавăн пекех Бакалă район администрацийĕ тата районти Набиб Асанбаев ячĕллĕ Культура керменĕ йĕркеленĕ. Асăннă мероприяти Пушкăртстанăн бренд пулăмĕсен шутне кĕнĕ.

Кăçал фестиваль шайĕнче фольклор коллективĕсен конкурсне йĕркеленĕ. Унта хутшăнакансем икĕ тĕрлĕ, йăлана кĕнĕ халăх юррине тăратнă. Жюри сасăлавĕн пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, Чекмагуш районĕнчи Юмаш ялĕнчи «Çеçпĕл» чăваш халăх фольклор ансамблĕ (ертÿçи – Вера Фомина) иккĕмĕш вырăна тивĕçнĕ. Шаран районĕнчи Ĕрĕкмен (Рождественка) ялĕнчи «Çăлкуç» чăваш халăх вокал ушкăнĕ (ертÿçи - Светлана Галлямова) виççĕмĕш вырăн йышăннă. Çак пултаруллă ушкăнсем фестивальрен Дипломпа тата укçа-тенкĕ сертификачĕпе таврăннă.

Унсăр пуçне уява Бакалă районĕн тĕрленĕ карттине тăратнă, ăна хатĕрлес енĕпе ĕçленĕ ăстасене Дипломсем парса чысланă.

Фольклор коллективĕсен Троицки фестивалĕ йăлана кĕнĕ кĕвĕпе юрă пултарулăхне юратакансене пĕрлештернĕ. Сцена çине тухса юрлани, ăшă калаçу, туслăхпа пĕрлĕх чăн-чăн асама çаврăннă. Шăпах вăл халăх искусствин уявне хутшăнакансен чĕрисенче çутă аса илÿсем хăварнă.

«Çеçпĕл» тата «Çăлкуç» ушкăнсем фестивальтен савăк кăмăлпа таврăннă
«Çеçпĕл» тата «Çăлкуç» ушкăнсем фестивальтен савăк кăмăлпа таврăннă
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: