Махмут Салимовăн хăйне евĕр хайлавĕсен пуххине пушкăрт лаши çинчен каласа паракан кăсăк хыпарсем, халапсемпе калавсем кĕнĕ. Автор лаша пушкăртсемшĕн сумлă чĕр чун пулнине палăртать, йалана кĕнĕ ĕçмене – кăмăса - тивĕçлĕ тимлĕх уйăрать.
Кĕнекере Нур-Мухамат ватă çын хăйĕн пурнăçĕнчи самантсем çинчен каласа пани тата ăна историри пулăмсемпе пуянлатни уйрăм вырăн йышăнать. Вĕсем урлă вулакансем пушкăрт халăхĕн пурнăçĕ, йали-йĕрки çинчен пĕлеççĕ. Яик-паттăр çинчен çырнă легендăри пĕр пая (ăна Нур-Мухамат каласа панă тăрăх хатĕрленĕ) рецензентсем «Урал-батыр» эпоса малалла тăсакан ĕç тесе хак панă.
Кам пушкăрт халăхĕн историйĕпе, культурипе тата йали-йĕркипе кăсăкланать, çав çынсемшĕн кăларăм хаклă парне пулса тăмалла.
Аса илтеретпĕр, «Пушкăрт урхамахĕ» пĕтĕм тĕнчери III фестиваль Баймак районĕнчи Графское кÿлĕ хĕрринче август уйăхĕн 15-16-мĕшĕсенче иртет.
Юрий СНЕГОПАД.