Урал сасси
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Фестиваль
18 Августӑн , 14:45

«Пушкăрт урхамахĕ» фестивальте «Пальтоллă лашана» курма тÿр килнĕ

Август уйăхĕн 15-16-мĕшĕсенче Баймак районĕнче иртнĕ «Пушкăрт урхамахĕ» фестивальте «Ăстаçăсен хули» («Город мастеров») йĕркелнĕ пулнă. Унта алăстисем куракансене хăйсен искусствипе паллаштарнă. Вĕсен шутĕнче Пишпÿлек районĕнчи Çĕнĕ Михайловка ялĕнчен килнĕ Олег Андреев тимĕрçĕ те пулнă.

«Пушкăрт урхамахĕ» фестивальте  «Пальтоллă лашана» курма тÿр килнĕ
«Пушкăрт урхамахĕ» фестивальте «Пальтоллă лашана» курма тÿр килнĕ

Эпир унпа вăл такан хатĕрленĕ чухне калаçу пуçларăмăр. Олег Андреев - 54 çулта. Вăл такана туса пĕтернĕпе пĕрех тесе пĕлтерчĕ, шăтăк тăвасси çеç юлнă иккен. Ун хыççăн хатĕр япалапа хăвна кирлĕ пек усă курма та юрать: кил-çуртра çакса хума е лаша чĕрни çумне çирĕплетме пулать.

Эпир ăстаçăпа калаçнă хушăра вăл пĕр çемье мăшăрне ăнăçу сунса пĕр такан парнелерĕ.

Фестивале Олег Андреев икĕ япала илсе килнĕ – «Пальтоллă лаша» тата «Акбузат». Вĕсене уява килнĕ çынсем ăмсанса та кăсăкланса пăхаççĕ, черете тăрса çак келеткесемпе сăн ÿкерчĕк тума тăрăшаççĕ.

Эпир унран çак шухăшласа кăларнă «Пальтоллă лаша» сăнарне мĕнле уйласа тупни çинчен ыйтса пĕлтĕмĕр. Калаçу чĕлхинче çак сăмах çаврăнăшĕпе тăтăшах усă куратпăр, анчах та пĕр-пĕр материалтан ăсталас пулсан мĕнле пуласси паллă мар. Вăл мĕнле курăннă пулĕччĕ-ши? Çапла тимĕрçĕ фантази мелĕпе этем çÿллĕш кÿлепе хатĕрленĕ, вăл 40 килограмм тайнă.

Çакăн пек стильпе кÿлепе тăвасси Олег Андреевăн пĕрре кăна пулман. Куракана илĕртмелли паллă ĕçсем темиçе те ăсталанă.

«Пальтоллă лашана» туса пĕтерсен хама та кăсăк пулса кайрĕ. Ытти паллăрах кĕлеткесем пирки те çавнах каламалла. Халĕ ĕмĕтленнине пурнăçа кĕртес тесе малалла ĕçлетĕп», - тет ăстаçă.

Мăлатук, чавса кăлармалли тата хĕстермелли хатĕрсем, электросварка Олег Андреевăн тĕп инструменчĕсем шутланаççĕ. Мария машăрĕ вара сылтăм алли тата пулăшакан пулса тăрать.

Пишпÿлек ăçтаçи «Пушкăрт урхамахĕ» фестивале пуçласа хутшăннă, çав вăхăтрах районсенче иртекен Сабантуйсене сиктермест. Кашни çулах Тутарстанри Елабуга хулинче иртекен фестивале çитет, малти вырăнсем йышăнать. Вăл «Халăх тимĕрçи» ята тивĕçнĕ.

«Иртнĕ çул Сибайра иртнĕ «Урал леш енче» («Зауралье») пĕтĕм тĕнчери инвестсабантуйра Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров хăй ман патра такан туптарĕ», - пĕлтерчĕ Олег Андреев халăх тимĕрçи пирĕнпе сывпуллашнă май.

«Пушкăрт урхамахĕ» фестивальте  «Пальтоллă лашана» курма тÿр килнĕ
«Пушкăрт урхамахĕ» фестивальте «Пальтоллă лашана» курма тÿр килнĕ
Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: