Урал сасси
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Фестиваль
2 Сентябрӗн , 11:15

Пишпÿлек çĕрĕ çинче сиплĕ курăксен фестивалĕ иртнĕ

Пишпÿлек районĕнчи Ситекпуç ялĕнче пуçласа сиплĕ курăксен «Фитоград» фестивальне йĕркеленĕ.

Пишпÿлек çĕрĕ çинче сиплĕ курăксен фестивалĕ иртнĕ
Пишпÿлек çĕрĕ çинче сиплĕ курăксен фестивалĕ иртнĕ

Уяв программи уçă сывлăшра йога хусканăвĕсем тунинчен пуçланчĕ. Ăна районти тĕп больницăн психологĕ Лейсян Леонтьева ертсе пычĕ. Мероприятие хутшăнакансем сиплĕ курăксемпе çырласен чейне ас тивсе пăхма, тĕрлĕ мастер-классенче пĕлÿ илме, пултарулăх артисчĕсен ăсталăхĕпе паллашма пултарчĕç. Çапла майпа кăмăл-туйăма çĕклерĕç. Анчах та пурте тенĕ пекех Михаил Гордеев паллă курăкçăн усăллă канашĕсене тимлĕ итлерĕç. Михаил Викторовичăн тĕрлĕ регалисем çителĕклех. Вăл -  Пушкăртстанри Фитотерапевтсен ассоциацийĕн вице-президенчĕ, Раççейри фитотерапевтсен обществин президиум пайташĕ, фитоцентрсене, «М.В. Гордеев курăкçăн сыватмăшĕ» центр  йĕркелекенĕ, «Наци сывлăхĕ» республикăри обществăлла организацин председателĕ, биологи наукисен кандидачĕ (2003 ç.), Пушкăртстан Республикин халăхăн йала ыйтăвĕсене тивĕçтерессин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Раççейри халăх сиплевçи. Çак мероприяти вăхăтĕнче район администраци пуçлăхĕ Артур Зарипов ăна районта пурăнакансен ятĕнчен Тав çырăвĕ парса чысларĕ.

Михаил Гордеев сиплевçĕ ячĕ пишпÿлексемшĕн çывăх та пĕлнĕ ят. Вăл эмел курăкĕсене 1995 çултах хатĕрлеме пуçланă. Унăн центрĕнче чĕр тавара типĕтессине, тасатассине тата вĕсене хутаç-коробкасемпе савăтсене вырнаçтарассине йĕркеленĕ. Хальхи вăхăтра пирĕн çĕршывра çакăн пек центрсем чылай регионсенче пур.

Пишпÿлек районĕнче те сиплĕ курăксене пуçтарассипе ĕçлекен хастар çынсем çителĕклех. Дюсянри Римма Насырова, Кунакулти Зиля Зираева, Ситекпуçĕнчи Надежда Васильева, Сухоречкăри Айгуль Муртазина, Усак-Кичури Фануза Ахметзянова, Демскийĕнчи Марина Дмитриева, Елбулактамакри Минзиля Камалетдинова, Азнайри Альфина Лукманова, Кенгер-Менеузри Минзиля Сабахова хăйсем пуçтарнă сиплĕ курăксене илсе килнĕ. «Фитоград» фестивальте паллă фитоспециалист ентешсене пирĕн тăрăхра ÿсекен эмел курăкĕсене пуçтарма чĕнсе каларĕ. Çакă вăл пĕр енчен илсен хушма укçа-тенкĕ ĕçлесе илме май парать, тепĕр енчен – сывлăха çирĕплетет. Мăн асатте-асаннесем ахальтен мар «Манăн сывлăх – манăн пуянлăх» тесе каланă. Чăн та сывлăхшăн çамрăкла тăрăшмалла, çине тăмалла.

Лейсян ГУМЕРОВА.

Пишпÿлек районĕ, Ситекпуç ялĕ.

 

Зиля Сираева, Кунакул ялĕ:

Эпĕ медицина сестри пулса ĕçленĕ хыççăн тивĕçлĕ канăва тухрăм. Эпир мăшăрпа иксĕмĕр виççĕмĕш çул сиплĕ курăксем пуçтаратпăр. Михаил Гордеев фитоцентрне матрÿшке, чей курăкĕ, вĕлтĕрен, календула тата ытти эмел курăкĕсене ăсататпăр. Фестивальте пурте килĕшрĕ. Эпĕ астрагал, хăмла илсе килтĕм, вĕсен паха енĕсем çинчен каласа патăм. Хăмлапа медицинăра тата кулинаринче усă кураççĕ. Пухăннă çынсене килти условисенче çĕпре мĕнле хатĕрленине кăтартса патăм. Хăмла хушса пĕçернĕ килти çăкăр илсе килтĕм, унăн рецепчĕпе те паллаштартăм. Унсăр пуçне ятарлă çар операцине хутшăнакансем валли хăмлапа пĕтнĕкрен (мята) хатĕрленĕ пилĕк минтер патăм.

Пишпÿлек çĕрĕ çинче сиплĕ курăксен фестивалĕ иртнĕ
Пишпÿлек çĕрĕ çинче сиплĕ курăксен фестивалĕ иртнĕ
Пишпÿлек çĕрĕ çинче сиплĕ курăксен фестивалĕ иртнĕ
Пишпÿлек çĕрĕ çинче сиплĕ курăксен фестивалĕ иртнĕ
Пишпÿлек çĕрĕ çинче сиплĕ курăксен фестивалĕ иртнĕ
Пишпÿлек çĕрĕ çинче сиплĕ курăксен фестивалĕ иртнĕ
Пишпÿлек çĕрĕ çинче сиплĕ курăксен фестивалĕ иртнĕ
Пишпÿлек çĕрĕ çинче сиплĕ курăксен фестивалĕ иртнĕ
Пишпÿлек çĕрĕ çинче сиплĕ курăксен фестивалĕ иртнĕ
Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: