Урал сасси
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Фестиваль
22 Майӑн 2025, 05:00

Ĕпхÿре иккĕмĕш хут «Атя выляма» теттесен фестивалĕ иртĕ

Ĕпхÿ хули икĕ пысăк культура мероприятийĕ ирттерме хатĕрленет.

Ĕпхÿре иккĕмĕш хут «Атя выляма» теттесен фестивалĕ иртĕĔпхÿре иккĕмĕш хут «Атя выляма» теттесен фестивалĕ иртĕ
Ĕпхÿре иккĕмĕш хут «Атя выляма» теттесен фестивалĕ иртĕ

Май уйăхĕн 30-мĕшĕнчен пуçласа июнь уйăхĕн 1-мĕшĕччен Пушкăртстанăн тĕп хулинче «Китап-Байрам» III Тĕнчери кĕнеке ярмаркки, июнь уйăхĕн 5-8-мĕшĕсенче «Атя выляма» теттесен фестивалĕ иртĕ.

Республикăри культура министрĕн Амина Шафикован сăмахĕсем тăрăх, кĕнеке ярмарккин чапĕ çулсерен ÿсет.  Пĕрремĕш хут ирттернĕ чух хутшăннисен шучĕ 203 пулнă пулсан, кăçал 2700-тен иртнĕ. Ĕпхÿри Совет лапамĕнче виçĕ кун хушши литературăпа, театрпа, медицинăпа, туризмпа тата ытти юхăмсемпе çыхăннă тĕрлĕ зонăсем ĕçлĕç.

 Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров пуçарнă «Атя выляма» фестиваль июнь уйăхĕн 5-мĕшĕнче уçăлĕ. Культура министрĕн сăмахĕсем тăрăх, кăçал иккĕмĕш хут иртекен мероприяти тетте туса кăларакан производительсем хутшăннипе вăйă зонине çаврăнĕ. Заявкăсем тăтăшах килнине пула унта хутшăнакансен шучĕ хальлĕхе паллă мар.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас