Пур хыпар та
Фестиваль
29 Июлӗн 2025, 10:00

«На рахате» фестивальте СВОна хутшăнакансене куçса çÿрекен мунча панă

Июль уйăхĕн 26-27-мĕшĕсенче Ĕпхÿре «На рахате» («Киленĕç») мунча фестивалĕ иртнĕ. Шăпах çакăнта ятарлă çар операцине хутшăнакансем валли мунча хатĕрлесе хунă пулнă. Походри мунча эпир хамăр салтаксене нихăçан та манманнине çирĕплетекен символ пулса тăрĕ.

«На рахате» фестивальте СВОна хутшăнакансене куçса çÿрекен мунча панă
«На рахате» фестивальте СВОна хутшăнакансене куçса çÿрекен мунча панă

Кунтах тĕрлĕ çар операцийĕсене хутшăннă çар çыннисем  Афган вăрçинче пулнă паттăрсемпе тĕл пулнă. Вĕсем парнеленĕ мунча валли юман милĕкĕсем илсе килнĕ.

ПР тулаш экономика çыхăнăвĕсен тата конгресс ĕç-хĕлĕн министрĕ Маргарита Болычева ятарлă çар операцине хутшăнакансемпе вĕсен çемйисене пулăшасси тĕп тĕллевсенчен пĕри пулса тăнине палăртнă. Уйрăмах çак ĕç, кăçалхи çула Раççейре Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисен çулталăкĕ тата Пушкăртстанра Ятарлă çар операцине хутшăнакансемпе вĕсен çемйисене пулăшмалли çулталăк пулнине шута илсен, пĕлтерĕшлĕ те  чи малтан тумаллисенчен пĕри пулнине çирĕплетнĕ. Министр фронтри çар çыннисене тав тунă, парнеленĕ мунча вĕсене уссине çеç илсе килтĕр тесе суннă.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор: Юрий Михайлов
Читайте нас