Пур хыпар та
Фестиваль
11 Августӑн 2025, 12:00

Пушкӑртстанра 250 кг таякан улӑп бэлеш пӗҫернӗ

Буздяк районӗнче "Бэлешфест-2025" наци апат-ҫимӗҫӗн фестивалӗ иртнӗ.

Пушкӑртстанра 250 кг таякан улӑп бэлеш пӗҫернӗ
Пушкӑртстанра 250 кг таякан улӑп бэлеш пӗҫернӗ

Асăннă проекта наци апат-ҫимӗҫне упраса хӑварас, тӗпчес тата аталантарас тӗллевпе йĕркеленĕ. "Бэлешфест- 2025" наци апат-ҫимӗҫ  фестивалӗн символӗ 250 килограмм таякан чаплӑ пысӑк аш кукӑлӗ - зур-бэлеш пулнă. Акăш-макăш  пысăк бэлеш валли ятарлӑ кӑмака тата икӗ метр диаметрлӑ ҫатма хатĕрленĕ. Ăна Каран ял Канашне кĕрекен ялсен кил хуҫи арăмĕсем пĕçернĕ.

Республикӑри  Культура министерствин

пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх уяв кунӗ сумлӑ хӑнасем улӑп-кукӑле каснинчен пуҫланнă. Апата пĕрремĕш пулса ятарлӑ ҫар операцийӗн паттӑрӗсемпе вӗсен ҫемйисем тутаннă.

Мероприятие килнисем халӑх вӑййисене хутшӑнма, халӑх ӑстисен куравӗсене тата ҫемье валли хатĕрленĕ тематика лапамĕсене ҫитсе курма, ҫавӑн пекех пушкӑрт тата тутар эстрадин паллӑ юрӑҫисен концерчĕсемпе киленме пултарнă.

«Бэлешфест-2025» фестиваль йĕркелÿçисем ПР культура министерстви, республикӑри Халӑх пултарулӑхĕн центрӗ, ПР Халӑхсен туслӑх çурчӗ, Буздяк район администрацийӗ, "Пушкӑртстан Республикинчи тутарсен наципе культура автономийӗ" регионти обществӑлла организаци пулнă.

Пушкӑртстанра 250 кг таякан улӑп бэлеш пӗҫернӗ
Пушкӑртстанра 250 кг таякан улӑп бэлеш пӗҫернӗ
Пушкӑртстанра 250 кг таякан улӑп бэлеш пӗҫернӗ
Пушкӑртстанра 250 кг таякан улӑп бэлеш пӗҫернӗ
Автор: Инга Алексеева
Читайте нас