Хайбулла район администрацинче каласа панă тăрăх, хăнасене пуян программа кĕтет: тĕрлĕ корот хатĕрлемелли мастер-классем, куравсем, суту-илÿ ярмарккисем. Çавăн пекех этно-фестивале хутшăннисем фольклор йăли-йĕркисене те курма пултарĕç.
Кăçал фестивале Учалă, Белорецк, Бурзян, Абзелил, Зианчура, Баймак, Хайбулла районĕсенчен,Эрĕнпур облаçĕнчен тата Казахстанран килнĕ çынсем хутшăнĕç. Çакăнта пĕр-пĕринпе курса калаçмалли, опытпа тата плансемпе улшăнмалли, ыйтусене сÿтсе явмалли, ĕçлĕ çыхăнусем тумалли территори уçăлĕ. Мероприятие пуçтарăннисен мастер-классене, дегустацисене хутшăнма, чи тутлă апата суйлама май пулĕ.
Асăннă мероприятие Пушкăртстанри брендлă мероприятисен шутне кĕртнĕ. Унăн тĕллевĕ - Пушкăртстанра тата Раççей Федерацинче наци йăли-йĕркисене, кухнине, ремесласене çĕнĕрен хута ярасси, гастрономи туризмне аталантарасси. Иртнĕ фестивальте чи пысăк корот хатĕрлессипе Пушкăртстанра Раççей шайĕнчи рекорд лартма пултарнă. Раççей рекорчĕсен кĕнекинче 442,6 килограмм таякан корот регистрациленĕ.
Мероприятие ПР Культура министерствипе Республикăри халăх пултарулăхĕн центрĕ тата Хайбулла район администрацийĕ йĕркелеççĕ.