Сентябрь уйăхĕн 6-мĕшĕнче Баймак районĕнчи Графское кÿлĕ хĕрринче пушкăрт лашин «Башкорт аты» IV фестивалĕ иртет.
Хальхинче мероприятие 17 патшалăх предствавителĕ хутшăнĕ: Китайпа Кувейт, Иранпа Пĕрлештернĕ Араб Эмирачĕ, Кăнтăр Африка Республики, Камерунпа Марокко, Конго Деиократиллĕ Республикăпа Ангола, Замбипе Египет, Ганăпа Куба, Казахстанпа Туркменистан, Таджикистанпа Кăркăстан. Иртнинче 11 çĕршыв хутшăннă пулнă.
Çавăн пекех фестивале Раççейĕн 12 регионĕ пулăшу парĕ: Мускавпа Волгоград, Эрĕнпурпа Рязан тата Челябинск облаçĕсем, Пермьпе Ставрополь крайĕсем, Тутарстанпа Дагестан, Калмыкипе Якути тата Тыва республикисем.
Спорт тата лашапа спорт программинче пушкăрт амăртăвĕсен пилĕк тĕсне курма пулĕ. Çавăн пекех куракансем лаша ăмăртăвĕн ултă тĕсĕпе паллашĕç. Фестивалĕн паллă пулăмĕсенчен пĕри – лашасен массăллă парачĕ. Унта республикăн 25 районĕнчен илсе килнĕ 430 пуç лаша хутшăнĕ.