-5 °С
Пӗлӗтлӗ
Баймак районĕнче иртнĕ «Башкорт аты» Пĕтĕм тĕнчери фестивале 21 пин ытла çын хутшăннă. Çакăн пирки Радий Хабиров хăйĕн телеграмм-каналĕнче пĕлтернĕ.
- Пушкăрт лаши – пирĕн республикăн чи пĕлтерĕшлĕ символĕсенчен пĕри, «Башкорт аты» фестиваль - Баймак районĕн тата пĕтĕмĕшле регионăн визит карточки. Кăçал фестивале 12 регионтан тата 17 çĕршывран 21 пин ытла хăна килсе çитрĕ. Питĕ илемлĕ уяв иртрĕ, - тенĕ Радий Хабиров.