Пур хыпар та
Фестиваль
27 Ноябрӗн 2025, 14:00

Янра хут купăс. Янра, ҫын кӑмӑлне уҫса!

Хаклӑ юлташсем,  хаклă тăвансем, сире Чĕмпĕр облаçĕнче иртекен "Янра хут купăс" фестивале йыхравлатпӑр!

Янра хут купăс. Янра, ҫын кӑмӑлне уҫса!
Янра хут купăс. Янра, ҫын кӑмӑлне уҫса!

Ăна хаклӑ ентешӗмӗре Олег Николаевич Мустаев чăваш хастарне асра тытса юрӑ-кӗвӗ уявне йӗркелеме палӑртрӑмӑр.
Сире пурне те чи чаплӑ купӑсҫӑсен фестивальне чӗнетпӗр. Ҫак тӗлӗнмелле мероприяти  Ульяновск хулинчи "Патриот" культура ҫуртӗнче
ноябрь уйӑхӗн 29-мӗшӗнче иртет, 13 00 сехетре пуçланать.
Хапӑл туса кӗтетпӗр. Тӗл пулличен!

Ыйтса пĕлмелли телефон – 8-927- 838- 46 38.

Чĕмпĕр облаçĕнчи ЧНКА.

Автор: Юрий Михайлов
Читайте нас